Чăваш Енĕм эсĕ хакла, Ентешÿсĕн чĕринче Палăрса тăран мăнаçлăн Çĕр-шывăмăр хушшинче. Эс юрлатăн çĕр пин юрă, çĕр пин сăвă-ташăсем Кăмăлтан савса юрлаççĕ уявсенче чăвашсем.
Савнă Ен-Чăваш Ен, пул эс яланах хăватлă Кунсерен çĕклен, кăмăлу сан тараватлă. Савнă Ен-Чăваш Ен, вăй-хăват сана хушатăп Кунсерен çĕклен, чечеклен юратнă Чăваш Ен.
Чăваш Енĕм эсĕ паллă, çакă аслă Çĕр-шывра Пĕринчен тепри-çке хаклă, ял-хула ери-тавра. Кунран кун ÿссе пыраççĕ урамсенче кил-çуртсем. Савăнса ташша яраççĕ хăнасем, кил хуçисем.
Савнă Ен-Чăваш Ен, пул эс яланах хăватлă Кунсерен çĕклен, кăмăлу сан тараватлă. Савнă Ен-Чăваш Ен, вăй-хăват сана хушатăп Кунсерен çĕклен, чечеклен юратнă Чăваш Ен.
Чăваш Енĕм эсĕ хаклă, эс чи çывăх вырăнта Кам кунта çуралса ÿснĕ, мухтанаççĕ ыр сунса. Ӱстеретĕн пархатарлă, вăй-хăвтлă паттăрсем. Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Харăс калăр чăвашсем.