Эх, юррăм янăра (В. Христофоров) Ул-муççие васкăна та Турачĕсем ваккăна Хĕрсен çамрăк вун çиччĕре Вылямашкăн чупкана. Хушса юрламалли: Эх юррăм янăра Хут купăсăм аллăмра Сике - сике юрлари те Саркаланса ташлар-и. Пĕчĕк кайăк сар кайăк та Сар ыраша юратать Манăн çамрăк кĕлетке те Сар каччăна юратать.
Хушса юрламалли:
Йывăç касса йĕлтĕр турăм Йĕр йĕрлеме юрарĕ Кÿршĕ хĕрне савни турăм Авланмашкăн юрарĕ.
Хушса юрламалли:
Çÿлте çăлтăр пить нумай та Çутă çăлтăр пĕрре çеç Ялта каччă пить нумай та Чун юратни эсĕ çеç.
Хушса юрламалли:
Манăн купăс хыть янрать те Ун ăшĕнче тăхлан çук Манăн сассăм хыть янрать те Ман ăшăмра хуйхă çук.
Хушса юрламалли:
Шăнкăр – шăнкăр çăл шывне те Ĕçес те килеть иккен Савни аса килсессĕн те Юрлас та килеть иккен.