1)Эх, юррăм янăра (В. Христофоров)
Ул-муççие васкăна та
Турачĕсем ваккăна
Хĕрсен çамрăк вун çиччĕре
Вылямашкăн чупкана.
Хушса юрламалли:
Эх юррăм янăра
Хут купăсăм аллăмра
Сике - сике ташлар-и те
Саркаланса юрлар-и.
2)Пĕчĕк кайăк сар кайăк та
Сар ыраша юратать
Манăн çамрăк кĕлетке те
Сар каччăна юратать.
Хушса юрламалли:
3)Йывăç касса йĕлтĕр турăм
Йĕр йĕрлеме юрарĕ
Кÿршĕ хĕрне савни турăм
Авланмашкăн юрарĕ.
Хушса юрламалли:
4)Çÿлте çăлтăр пить нумай та
Çутă çăлтăр пĕрре çеç
Ялта каччă пить нумай та
Чун юратни эсĕ çеç.
Хушса юрламалли:
5)Манăн купăс хыть янрать те
Ун ăшĕнче тăхлан çук
Манăн сассăм хыть янрать те
Ман ăшăмра хуйхă çук.
Хушса юрламалли:
6)Шăнкăр – шăнкăр çăл шывне те
Ĕçес те килеть иккен
Савни аса килсессĕн те
Юрлас та килеть иккен.
Хушса юрламалли:
Хушса юрламалли:
Вĕçĕ!!!
В.Христофоров и Марта Зайцева еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1