Пӗрремӗш ҫаврӑм:
Эп савниçĕм санран инçетре
Уйрăмшар чăн та йывăр пире
Çав-çавах юрату вучахне
Парас марччĕ кăштах та сÿнме/ 2 хут
Хушса юрламалли:
Чун иленнĕ Тăван çĕрсенче
Чи илемлĕ Чăваш ялĕнче
Эс кĕтетĕн мана кунсерен
Уйрăлмасăр хапха умĕнчен
Иккӗмӗш ҫаврӑм:
Эс ытла та йӑваш та черчен
Еплерех-ши пурнатӑн халь пӗччен
Сар хӗвелӗн ачаш шевлипе
Ҫаврӑнса эпӗ ҫитӗп киле/2 хут
Хушса юрламалли:
Чун иленнĕ Тăван çĕрсенче
Чи илемлĕ Чăваш ялĕнче
Эс кĕтетĕн мана кунсерен
Уйрăлмасăр хапха умĕнчен
Алексей Шадриков еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2